«Асамлӑ хӗҫ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )
Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)
Калӑпӑшӗ: комикс сюжетне уҫса пама 4 листаран ( кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла.
Тема: сюжет асамлӑхпа тата историпе ҫыхӑнмалла.
Кадрсен йӗрки: кадрсем сулахайран пуҫласа сылтӑмалла, ҫӳлтен пуҫласа аялалла вырнаҫмалла.
Чӗлхе: калаҫусене чӑвашла ҫырмалла. Текста алӑпа ҫырсан саспаллисем лайӑх вуланмалла.
Ӑмӑртӑва халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсемпе пайланӑ:
Асӑрхаттару: пӗр-пӗр ушкӑнра хутшӑнакансен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем ачасемпе ҫамрӑксене ӳсӗмпе пайламасӑр та пултараҫҫӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ:
Кашни хутшӑнакан ӑмӑртӑва янӑ ӗҫшӗн ӗнентерӳ хучӗ илӗ.
Ӗҫсене 2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне палӑртӗҫ.
Комикссене чи малтан сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла, ҫырура авторсемпе ертӳҫи пирки пӗлтермелле. Ҫавӑн пекех комикс оригиналӗсене почтӑпа ҫак адреспа ямалла: 428903, Чӑваш Ен, Шупашкар районӗ, Лапсар ялӗ. До востребования Плотников Николай Алексеевич.
Кашни ӗҫе Чӑваш халӑх сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ — ӑмӑртӑва хутшӑнни ачасемпе ҫамрӑксем комикса унта вырнаҫтарма ирӗк панине пӗлтерет.